Етӗрне район хаҫачӗ 85 ҫул тултарнӑ. Юбилее хаҫатҫӑсем паян, акан 3-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Шӑп та лӑп 85 ҫул каялла хаҫат «Пирӗ юлташ» ятпа кун ҫути курнӑ. Кайран, самана хистенипе те пулӗ, ӑна «Колхозник юлташӗ» теме тытӑннӑ. Хаҫатӑн тиражӗ 1 пин пулнӑ. Пӗрремӗш редактор пулса Я. Ильин тӑрӑшнӑ.
Ҫул иртнӗҫемӗн ячӗ тата ылмашнӑ-ха. «Большевик» та пулса пӑхнӑ, «Коммунист» та, «Ӗҫ ялавӗ» те. Юлашкинчен асӑннипе вӑл 1962 ҫултанпа паянчченех пичетленет.
Ячӗ кирек епле пулсан та пичет кӑларӑмӗн тӗллевӗ — район пурнӑҫне ҫутатасси. Хаҫатӑн хальхи редакторӗ Светлана Трилинская кашни номере кӑсӑклӑ тума тӑрӑшнине ӗнентерет.
Етӑрне район хаҫачӗ хӑй вӑй панӑ ятсемпе те мӑнаҫланать. Чӑн та, каярах республикӑра ят-сум илнӗ журналистсем малтанласа унта вӑй хунине палӑртмалла. Вӗсен хушшинче «Советская Чувашия» хаҫата тӗп редактор пулса чылай ҫул ертсе пынӑ А. Соловьев, В. Романов фотожурналист, В. Железнов журналист ячӗсемех мӗне тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче карантин пуҫланнӑ. Икӗ уйӑхлӑха тӑсӑлӗ вӑл.
Ялта урнӑ тилле тупнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хӗрарӑм картишре икӗ чӑх виллине, таракан тилле асӑрханӑ. Вӑл кун пирки Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗ ялта чупакан тилӗ пирки илтсен сунарҫӑна чӗнсе илнӗ. Лешӗ тилле персе вӗлернӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче тилӗ виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун тилӗ урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ.
Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ.
Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли.
Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ.
Кун пирки Етӗрне районӗнче сӳтсе явнӑ. Тупра ыйтӑвне район хыснин тупӑш пайне ӳстерес ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Комисси пайташӗсем ытти чух та ку ыйтупа пухӑнман мар-ха. Хальхи ларӑва вӗсем черетсӗр пуҫтарнӑ.
Лару Етӗрне район прокуратуринче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район прокурорӗ Владимир Степанов, Федерацин налук службин районсем хушшинчи 8-мӗш инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Таранова, РФ Пенси фончӗн Етӗрне районӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Облинова тата райадминистрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Облинова хутшӑннӑ.
Ларӑва район хысни умӗнче тата Пенси фончӗпе налукҫӑсем умӗнче парӑма кӗнӗ предприяти пуҫлӑхӗсене чӗннӗ. Хушма тупӑшран илекен налукпа кӑна унта йыхравланисен парӑмӗ 5,9 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ларура пит хӗретме тивнисенчен хӑшӗсем парӑма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен татма шантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Вырӑс хӗрарӑмӗн чӑтӑмлӑхӗ пирки шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть теҫҫӗ-ха. Анчах чӑваш хӗрарӑмӗсем те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗхпе, пултарулӑхпа, вӑй-халпа, талпӑнулӑхпа палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чулхулара штангӑна выртнӑ ҫӗртен тӗртсе ярассипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ушкӑн та хутшӑннӑ. Йыша Етӗрнере ҫуралнӑ Евгения Савицкая кӗни пирки вырӑнтисем мӑнаҫланса пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах вӗсем ҫӗршыври ӑмӑртура Женя чи вӑйлисен йышне лекейнишӗн савӑнаҫҫӗ. Етӗрне пики ӑмӑртура чи вӑйлӑ пилӗк спортсменка шутне лекнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Тутарстанри Лариса Коткова, иккӗмӗшне Шупашкарти Анастасия Петрова, виҫҫӗмӗшне Ярославльти Екатерина Починкина йышӑннӑ.
Евгения пирки калаҫнӑ май вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх тӳре» номинаицре ҫӗнтернине палӑртма кӑмӑллӑ.
Сӑнсем (4)
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка Чӑваш Ен чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлесе маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
Лос-Анджелесра иртнӗ марафона 26 пин ҫын хутшӑннӑ. Ӑна, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, 1986 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта тӗнчери 50 ҫӗршыври спортсмен килнӗ.
Пирӗн ентеш Наталья Пучкова, Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе марафон дистанцине чупнӑ. Наталья финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 2 сехет те 34 минут та 33 ҫеккунт.
Пирӗн ентеш бронза призерӗнчен, Америкӑри Блейк Расселтан, финиша 24 ҫеккунт маларах ҫитнӗ. Марафонра Кени спортсменки Огле Кимайо ҫӗнтернӗ. Ҫапла ҫав, марафонсенчен чылай чухне Кени спортсменкисене ҫитекенни ҫук.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑхӑтӗнче ҫанталӑк спортсменсемшӗн лайӑхах пулман. Марафон иртнӗ чухне сывлӑш температури 33 градуса хӑпарнӑ. Ҫавна пула финиша 50 яхӑн ҫӑмӑл атлет финиша ҫитеймен.
Етӗрне районӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче виҫӗ ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ: Тептӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Григорьевич Пайгусов гвардии майор (1913–1977), Кӗҫӗн Ямашра кун ҫути курнӑ Федот Никитич Орлов летчик (1913–1988) тата Чаканарта ҫуралса ӳснӗ Алексей Тимофеевич Якунин майор (1918–1945). Ҫак кунсенче Анат Мучар ялӗнче Совет Алексей Якунина халалласа йӗлтӗрпе ярӑнассипе ӑмӑртусем иртрӗҫ.
Хутшӑнакансем тӗрлӗ ҫултисем пулчӗҫ тесен йӑнӑшмӑпӑр — чи кӗҫӗнни Етӗрне хулинчи «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчине ҫӳрекен Артемий Сергеев 5 ҫултине шута илсен чи асли вара 80 ҫулхи Тимофеев Александр Николаевич пулчӗ. Ватӑ ҫын ятарласа Чаканартан 10 ҫухрӑм йӗлтӗрпе килме те вӑй ҫитернӗ. Ҫавах та Александр Николаевича шеллерӗҫ, ӑмӑрту хуҫи Егоров Валерий Артемьевич ӑна кайран киле ҫитерсе яма шантарчӗ.
Пухӑннисене Мучар ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Иван Ильич Лапташкин, Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Владимир Николаевич Черлаков тата трасса хуҫи Валерий Артемьевич Егоров саламларӗҫ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тимирязев ячӗпе хисепленсе тӑракан колхоз ертӳҫи, унтан Етӗрнери Энергонадзор ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ, район депутачӗ пулнӑ, чире пула вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Григорьев Сергей Станиславовича асӑнса пилӗк команда хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта пӗрҫырлансен виҫӗ команди «Молодежь», «Заря», «Ветераны», Етӗрнери иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкулӑн тата Асламас ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.
Пухӑннисене Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н. Ю., Сергей Григорьевӑн мӑшӑрӗ Ирина Григорьева, пӗр-пӗрне куллен пулӑшса пӗрле ӗҫленӗ тусӗсем — Етӗрнери БТИ директорӗ Шуверов В. Б., усламҫӑ Титов В. Т., Сӗнтӗрвӑрринчи сӗт-ҫу савут директорӗ Мурзин А. М., «Сурстройсервисӑн» тӗп инженерӗ Мурзин Н. М., отставкӑри полковник Охандеров Н. И., «Региональная распределительная сетевая компания» начальникӗ Козлов А. В., Палтайри вӑтам шкул директорӗ Ярославцева Г.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра урнӑ чир пирки шавлаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра урнӑ тилӗ ҫынна, килти чӗрчунсене тапӑнать. Ҫавна май Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикинче нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тилӗсемпе кашкӑрсене персе вӗлерме ирӗк пани пирки те пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Унти хӑш-пӗр ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑсан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн Етӗрне районӗнчи Тури Пӑрнаш тата Элешкушкӑнь ялӗсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче, Муркаш районӗнчи Милютакассинче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫакна урнӑ чире пӗтерес тӗллевпе тунӑ. Ҫав вырӑнсенче йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене тытма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |